Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче улшӑну пулнӑ. Унта министрӑн пӗрремӗш ҫумне кӗскетнӗ.
Унччен ку должноҫе Татьяна Багданова йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫӑлама тытӑннӑ. Унччен ку должноҫре Наиля Зинетуллина пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл та унччен ЧР сывӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Иртнӗ эрнере федераци шайӗнчи МИХсенче РФ Президенчӗн Администрацийӗ кӗпӗрнаттӑрсене ылмаштармалли регионсен списокне хатӗрлет текен хыпар сарӑлнӑччӗ. Ун пирки REGNUM информаци агентстви те ҫырнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере МИХсене калаҫтарнӑ темӑсене тишкернӗ май REGNUMӑн Чӑваш Енри журналисчӗ спикерсем «типпӗн комментарисем» панине асӑрханӑ.
РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Валентин Шурчанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫисем хальхи вӑхӑтри ҫивӗч социаллӑ-экономика ыйтӑвӗсене татса парас вырӑнне «сӗмсӗррӗн администрацилессипе» ытларах ӗҫлеҫҫӗ те «влаҫра нумаях тытӑнса тӑраймӗҫ». Унтан вӑл вӗсем патне виҫӗ кун шӑнкӑравласан та лешсем телефона тытманнине пӗлтернӗ. «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата кӗскенрех каланӑ: «Халь ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑр пирки е лайӑх калаҫҫӗ, е нимӗн те. Ҫавӑнпа та — нимӗн те», — тенӗ депутат.
Шалу пӗчӗккишӗн пӑшӑрханакан Шупашкар ҫыннисене хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ хӑйӗн патне ӗҫе илнӗ. Сити-менеджер каланӑ тӑрӑх, 20, 30, 40 пин тенкӗ шалу тӳлекен вырӑнсем те пур-мӗн, анчах ҫав вакансисенчен пӗрин валли специалиста ҫын ҫур ҫул тупайманнине пӗлтернӗ. «Пирӗн пата ӗҫлеме килӗр», — тенӗ Алексей Ладыков.
Аса илтерер, хулара пурӑнакансемпе Алексей Ладыков сити-менеджер раштавӑн 8-мӗшӗнче Агрегат савучӗн Культура ҫуртӗнче, «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май курнӑҫнӑччӗ. Хула администрацийӗ пуҫлӑхӗпе тӗл пуласшӑннисем лӑк тулли пуҫтарӑннӑ, холлта полици хурал тӑнӑ.
Вӑтам шалу 28 пине яхӑн тесен халӑх шавласа кайнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Курнӑҫӑва хутшӑннӑ REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, сити-менеджер халӑхӑн самай пайӗ 20 пинтен сахалтарах илнипе килӗшнӗ. Ахаль хыснаҫӑсем хушшинче 20-шер, 30-шар пин илекенсем те, 13 пин тенкӗллисем те пуррине вӑл тунман. «Пӗчӗк шалуллисене, 7 пин тенкӗ илекенсене, хӗрхенетӗп. Ҫавӑнпа та кам пуласси пирки шкултанах, университетранах шухӑшламалла», — тесе хунӑ Алексей Ладыков.
Чӑваш Енре патшалӑх ӗҫӗнчи чи лайӑх служащисене палӑртасшӑн. Нумаях пулмасть «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх патшалӑх ӗҫӗнчи граждан служащийӗ» конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Канашлӑва хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ӑмӑртӑвӑн тӗп тӗллевӗ служащисен статусне ӳстересси тесе пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑннисем хӑйсен тавра курӑмне уҫса паракан проектсемпе паллаштарнӑ. «Конкурса тӑратнӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ ҫав тери пысӑк тата ҫитменнине кӑсӑклӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртсан вӗсем ҫитес ҫулсенче Чӑваш Республикинчи влаҫ органӗсенче ертӳҫӗсен должноҫӗсенче те ӗҫлеме тивӗҫлӗ», — тесе чӑвашла куҫарнӑ Юрий Васильев сӑмахне ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта.
Чи лайӑх служащисене раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ.
Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ҫывӑх вӑхӑтра район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалла. Конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Малтан та вӗсем пухӑннӑ-ха. Анчах ун чухне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен раштавӑн 5-мӗшне куҫарма йышӑннӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине халӗ ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильев ятлӑ ҫынна (район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта А. Васильев халӗ епле должность йышӑннине каламан) шанма пулать тесе йышӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн татӑклӑ утӑма районти депутатсем хӑйсен ларӑвӗнче тумалла.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчӗпе Сергей Колесниковпа, вӑл Чӑваш Ен ертӳҫин канашҫи шутланать, тӗл пулнӑ. Курнӑҫу пирки Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче палӑртнӑ тӑрӑх, енсен тӗлпулӑвне ЧР Правительствипе корпораци конструктивлӑ ӗҫлени евӗр хакламалла.
Сергей Колесникова Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ программисене пурнӑҫа кӗртнишӗн тав тунӑ. «Ҫамрӑксене аталанма эсир майсем туса паратӑр», — ырланӑ Элтепер корпораци президентне. Михаил Васильевич корпораци профессийӗсене пысӑк тӳлекен тата чӑрмавсӑрах лайӑх ӗҫ тупма пай паракан тесе хакланӑ. Сергей Колесников Чӑваш Енпе вӗренӳ енӗпе малашне те ҫыхӑну тытас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ тепӗр Колесникова, ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Татьяна Казакована Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑччӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин 865-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑччӗ. Мӗншӗн хӑтарнине официаллӑ хушура асӑнса-ӑнлантарса тӑманччӗ те халӗ вара ӗнерхи министрӑн ӗнерхи ҫумӗ Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗн директорне ларни паллӑ.
Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче директор ятне тата сӑнӳкерчӗкне ылмаштарма ӗлкӗрнӗччӗ, анчах тытӑмра ҫак самантра директор ячӗ малтанхиллех «Илюткин Вячеслав Александрович» тӑратчӗ.
Татьяна Казакова муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ шутланакан ҫав заведенийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ вырӑн валли конкурса ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче ирттермелле. Халӗ вара министерствӑра кандидатсенчен заявкӑсем пухаҫҫӗ, кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ.
Елчӗк районӗн пуҫлӑх пуканне чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Ираида Васильева йышӑннӑ. Унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Петр Скворцов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Вӑл ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен ӗҫленӗ.
Ираида Васильевӑна Елчӗк районӗнчи депутатсен пухӑвӗнче суйланӑ. Вӑл паян иртнӗ. 18 депутатран чылайӑшӗ Ираида Васильевӑшӑн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫакна курсан йӗрсе янӑ, ҫӗнӗ должноҫа йышӑнма хирӗҫҫине те палӑртнӑ.
Ираида Васльева унччен Шӑмалакри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Палӑртмалла: вӑл Пушкӑрт Республикинче ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине Александр Цветоквах ертсе пырӗ. Ҫӗнӗрен суйланнӑ ушкӑн ӗнер пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑннӑ. ТСКн улттӑмӗш йышӗн ларӑвне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
«Чӑваш Енӗн ТСК лайӑххисен шутӗнче. Эпир ку комиссие тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартатпӑр», — тенӗ Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин ларура. Вӑл малтанхи 5 ҫул ӗҫленӗ йыша тав тунӑ. Чӑваш Енӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Лопатин Михаил Игнатьева та ырӑпа палӑртнӑ. РФ ТСК пайташӗ шучӗпе пирӗн регион ертӳҫи обществӑна «консолидацилессипе, мӗнпур политика партийӗпе тата общественноҫпа ҫыхӑну тытассипе» нумай ӗҫлет.
ЧР ТСКне республика Элтеперӗ тата чӑваш парламенчӗ 12 ҫынтан йӗркеленӗ, вӗсенчен улттӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, ЛДПР, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем), «Народ против коррупции» (чӑв. Халӑх коррупцие хирӗҫ) партисен регионти уйрӑмӗсен пайташӗсем, икӗ ҫынна Раҫҫей ТСК сӗннӗ, тӑваттӑшӗ — общество организацийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансем.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран иртнӗ уйӑхӑн 3-мӗшӗнче суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин министерствӑра ӗҫленӗ Алексей Яковлева должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑччӗ, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |